Прививка тӑваҫҫӗ, шута илеҫҫӗ... унтан кӑларса яраҫҫӗ

Чӗр-чун чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен Шупашкар район станцийӗ ҫумӗнче кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен йытӑсене вӑхӑтлӑх тытмалли приют ӗҫлет. Килсӗр анчӑксене унта 30 кун усраҫҫӗ: сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, прививка тӑваҫҫӗ, унтан ирӗке кӑларса яраҫҫӗ. 

Хуҫасӑр йытӑсем пирки кунта тӗрлӗ муниципалитетран шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ. Унтан специалистсем вӗсене вырӑна тухса приюта тытса килеҫҫӗ. Чӗрчунсем тӳрех ветеринарсен аллине лекеҫҫӗ.

Приютра 40 читлӗх йӗркеленӗ. Вӗсенчен 9-шӗ шӑпах карантина хупмаллисем. Кӑҫал тата ӑшӑ вольерсем хута ярасшӑн. Ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Йытӑсене приютра уйӑх усраҫҫӗ. Палӑртнӑ ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн чӗрчунсене ирӗке кӑларса яраҫҫӗ. Унччен ятарлӑ паллӑпа маркировка тӑваҫҫӗ.

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта приютра 40 йытта пӗр хушӑ тытнӑ хыҫҫӑн кӑларса янӑ. Пӗтӗмпе вара 300 ытла обращени йышӑннӑ. Йытӑсен 122 хуҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, 48-шне яваплӑх тыттарнӑ. Йытӑ ҫыртнипе медицина учрежденине пулӑшу ыйтса килнисем те чылай. Иртнӗ 6 уйӑхра кӑна 600-ре яхӑн тӗслӗх шута илнӗ. Ветеринари клиникинче ӗҫлекенсем вара кушаксемпе йытӑсене вӑхӑтра вакцинаци тумаллине асӑрхаттараҫҫӗ. 

Диана Иванова, Николай Скворцов