Кун пек калӑпӑшлӑ ӗҫ 100 ҫул пулман

Республикӑра "Чӑваш Енри ӳсен-тӑрансем: 100 ҫулти шыравсемпе улшӑнусем" проект вӑй илнӗ. Ӑна Чӑваш наци музейӗн "Прокопий" аталану фончӗ Президентӑн ҫут ҫанталӑк фончӗн грантне ҫӗнсе илни пурнӑҫа кӗртме май панӑ. 

Проектпа килӗшӳллӗн ҫывӑх икӗ ҫулта Раҫҫейри наука академийӗнчи, Хусан университетӗнчи тата пирӗн республикӑри ӑсчахсем Чӑваш Енре ҫитӗнекен ӳсен-тӑрансене тӗпчӗҫ. Вӑл шутра сайра-хутра тӗл пулаканнисене тата  Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнисене те. Ҫакӑн йышши экспедици регионта 100 ҫул каялла йӗркеленӗ пулнӑ. Вӑл 1926-1932-мӗш ҫулсенче иртнӗ. Ӑна Хусан университечӗн профессорӗ Андрей Гордягин пуҫарнӑ. Чӑваш Енри тӗпчеве вара Александра Плетнева-Соколова  ертсе пынӑ. Геоботаника шыравӗн ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх наука гербарийӗ хатӗрленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗнче упранать.  

Ҫапла 100 ҫул каяллахи тӗпчеве ҫӗнӗрен йӗркелекен экспедици пӗтӗмлетӗвӗсемпе танлаштарӗҫ, пӗр ӗмӗр хушшинче Чӑваш Енри флора мӗнле улшӑннине палӑртӗҫ.

Ҫавӑн пекех ученӑйсем архив материалӗсемпе те усӑ курма палӑртаҫҫӗ. Проект ӗҫӗ-хӗлне ҫӗршыв шайӗнчи конференци тата Чӑваш наци музейӗнче курав йӗркелесе пӗтӗмлетес тӗллевлӗ.  

Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Виктор Степанов