Крем савӑчӗсенчен ӑсталанӑскер каруҫҫель евӗрлӗ. Ун ҫине пырса ларнӑ кайӑксем ярӑннӑ май хурса панӑ кучченеҫпе сӑйланаҫҫӗ. Столовӑйра тӑварламан сало, хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри пур. Ҫаврӑнакан сырӑша часах иленнӗ кайӑксем. Ытларах кӑсӑясем килнине калать Артемий Мясников. Выҫлӑхпа сивӗ тапхӑрӗнче кайӑксене пулӑшма пултарнӑшӑн савӑнать ӑста. Хамӑрӑн кӑларӑмсенче каруҫҫель-столовӑй пирки каласа кӑтартсан кайӑк тусӗпе Канаш тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шелттемре пурӑнакан 86 ҫулти биолог Николай Воронцов ҫыхӑннӑ, хӑйне ҫакнашкал сырӑш ӑсталаса пама ыйтнӑ. Халӗ Воронцовсен килӗ умӗнче те хаваслӑ каруҫҫель кулленех апата килекен чӗвӗлти хӑнасене йышӑнать.
Алиса Александрова