Ярославльти шалти шывсен биологи институтӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш наци музейӗпе пӗрле республикӑра пысӑк экспедици ирттернӗ. Специалистсем тӗрлӗ шыв-шура тӗпченӗ, вӑл шутра Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑмӑллакан Изъяр кӳллине те. Шӑпах унта ҫу пуҫламӑшӗнче ӑсчахсем пӗчӗк шыв хупахне асӑрханӑ. Атӑл леш енче ӗҫленӗ вӑхӑтра ытти сайра тӗл пулакан ӳсен-тӑрана та тупса палӑртнӑ. Вӑл шутра - вӗтӗ ҫимӗҫлӗ шур ҫырли, чилим, сальвиния. 100 ҫул каялла чӑваш ӑсчахӗсем ҫак вырӑнсенче экспедици ирттернӗ, кӑҫал тӗпчевҫӗсем маршрутпа тепӗр хут утса тухнӑ. Экспедици вӑхӑтӗнче 13 ҫӗнӗ ӳсен-тӑран тата тепӗр 13 кӑмпа шута илнӗ. Ҫак ӗҫ малалла пырать. Чӑваш наци музейӗнче экспедици вӗҫленсен пысӑк курав йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Елена Буинцева








