Программӑра ҫӗҫӗ ывӑтасси, чӑрмавсене парӑнтарса чупасси, тӗл пересси, шурлӑх витӗр тухасси. Ҫавӑн пекех теори ыйтӑвӗсем те пур. Конкурса хутшӑнакансен сунар йӗрки-саккунне аван пӗлмелле. Пӗр пухӑннӑ май тавралӑх тасалӑхне те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Фестивале килнисем часах лаптӑка тирпей-илем кӳчӗҫ. Ушкӑнпа ӑмӑртса Ҫут ҫанталӑк министерствин чӗрчун тӗнчине сыхлассипе ӗҫлекен дирекци ҫӗнтерчӗ. Харпӑр хӑйшӗн тупӑшса малтанхи 3 вырӑна Юрий Краснов, Владислав Веселов, Александр Шуряшкин тухрӗҫ. Сунар йыттисен "Ылтӑн кӗркунне-2025" куравӗ те кӑсӑклӑ иртрӗ. Сунарҫӑсен 4 ураллӑ тусӗсем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Хуҫисенчен тӗрлӗ ӑрат уйрӑмлӑхӗсем пирки ыйтса пӗлме май пулчӗ.
Алиса Александрова