Тĕп хулана ялпа ылмаштарнă

Хĕрлĕ Чутай районĕнче 23 фермер хуçалăхĕ. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча-çимĕç, тыр-пул туса илеççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ мĕн-пур ĕçе хăйсен вайĕпе туса пыракан Чугуновсен хуçалăхĕнче пулса курчĕ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Чугуновсем 12 çул Мускавра пурăннă, 2013 çулта ывăлĕсем ашшĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра малтан ферма пулнă вырăна туяннă та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçланă. Малтанах хуçалăхра çар çынни пулнă тăванĕ ĕçлесе пурăннă. Вăл курдюклă 50 сурăх тытнă. Паллах, пысăк йыша пăхма çăмăл пулман. Вара Владимирпа Галина Мускавран тăван ялне таврăнса хăйсем ĕçе пуçăннă. Сурăх шучĕ 90-ран та иртсе кайнă. Вĕсенчен тупăш сахал пулнипе кĕçех йышне чакарнă. Каярах 20 пăру туяннă. Халĕ хуçалăхра 18 сăвакан ĕне, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк. Пысăк йывăрлăхсемех çуккине палăртрĕç Чугуновсем.

Мотоблок — хуçалăхри пĕртен-пĕр техника. Кулленхи ĕçре ытларах алă вăйне шанма тивет. Çавăнпа та хăйсене пулăшма ялти 2 çынна чĕннĕ мăшăр.

Утă-улăма сутăн илеççĕ Чугуновсем. 15 сотăй çинче кавăн ÿстереççĕ, кăшман лаптăкĕ — 50 сотăй. Кавăна анкартине çум курăкран тасатас тесе тата ĕнесем çак çимĕçе уйрăмах кăмăлланипе нумай лартаççĕ. Фермăран аякра мар 2 пĕве пур, ытармалла мар илемлĕ тавралăх. Çакă та илĕртнĕ мускавсене çуралнă вырăна таврăнма. Ывăл-кинĕсем, мăнукĕсем те май тупăнсанах васкаççĕ яла. Çитес çул 50 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтересшĕн мал ĕмĕтлĕ фермерсем.

Кăçалхи 8 уйăхра районти фермерсем 302 тонна сĕт суса илнĕ, 16 тонна аш-какай тирпейленĕ. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах. Чутай тăрăхĕнчи фермерсен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те 65 пуç нумайланнă.