Чăваш Енри ушкăн Сочие хоккейла выляма каять

Сочире çитес уйăхра çĕршывăн Çĕрлехи хоккей лигин Кубокне çĕнсе илессишĕн тĕп ăмăрту пулать. Аса илтеретĕп, унта профессионалсем мар, хоккейла выляма юратакансем тупăшаççĕ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин

Фестивальте Чăваш Ен чысне пиллĕкмĕш хут «Энергия XX Век» ушкăн хÿтĕлĕ. Ку команда 40 çултан аслăрах спортсменсен республикăри ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Сочие тухса кайиччен хоккеистсем Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ушкăнĕпе вăй виçрĕç. Хĕрӳ тупăшу «Чебоксары-арена» пăр керменĕнче иртрĕ.

Михаил Игнатьевăн команди йышĕпе сахалрах пулчĕ пулин те, шута «хĕрлисем» уçрĕç. Ун хыççăн пĕрин хыççăн тепри хапхасене шайба çапса кĕртрĕç. 7:5 шутпа «Энергия XX век» команда çĕнтерчĕ.