Гидроэлектрстанцире ĕçлекенсем ГТО нормисене пурнăçларĕç

Гидроэлектростанцире ĕçлекенсем Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенчен ГТО нормисене чи пĕрремĕш  пурнăçларĕç. 30 çын çемйисемпе 12 спорт енĕпе ăмăртрĕç. Чи пултаруллисене  «Ĕçпе хӳтĕлеве - хатĕр» паллăсем парса чысларĕç.

Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Çĕнтерӳçĕсене хăвăрт утассипе Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова саламларĕ. «Çак нормăсене пурнăçлани вăл спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать. «Ĕçпе хӳтĕлеве -хатĕр» комплекса çĕнĕрен чĕртсе тăратни питĕ пĕлтерĕшлĕ» - терĕ Чăваш Енри ГТО элчи. Çак кун предприятири 25 çын сывлăхне тĕрĕслерĕ. 11-шĕ ылтăн паллăна тивĕçрĕç. Вĕсенчен чи çамрăкки 10 çулта, чи асли - 65-ре пулчĕ.

ГЭСра ĕçлекенсен спортпа туслă пулмалла. Сăмахран, гидроагрегатсен машинисчĕ сменăра 18 çухрăм таран  утать. Предприятире сывлăха çирĕплетме спорт залĕ те пур. Унта апат вăхăтĕнче тĕрлĕ тренажерпа хусканусем тăваççĕ. Предприятири 202 специалистран 150-шĕ спортпа туслă. Чи хастарри вара -  Фаина Анисимова. Вăл 15 çул кунта тăрăшать, пĕрлешÿ йĕркелекен кашни ăмăртăвах хутшăнать. Çĕнсе илнĕ медальсемпе дипломсен шутне те пĕлместĕп, тет.

ГТО уявне килнĕ хăнасене предприятипе паллаштарчĕç. ГЭС директорĕ Вадим Бардюков малашне те спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме, вĕсене ĕçлекенсемпе хастар хутшăнма шантарчĕ.