Тухтӑрсем агромаркетра ку эрне вӗҫӗчченех ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем кашни кун ирхи вуннӑран пуҫласа 16 сехетччен йышӑнаҫҫӗ. Кашниех кунта анализ пама, гриппран прививка тутарма, терапевт, стоматолог, офтальмолог, дерматолог консультацийӗсене илме пултарать. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем сывлӑха упрама, пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Нина Филиппова ку акцие тус-тантӑшӗсемпе пӗрле хутшӑнма шут тытнӑ. Вӗсене тӗрӗс апатланма вӗренесси кӑсӑклантарчӗ.
Ку акци Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе йӗркеленӗ "Сывлӑх патне утӑм" проектӑн малалли. Вӑл ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма, сывлӑха вӑхӑтра тӗрӗслеттерсе чире шала ямасӑр тупса палӑртма пулӑшать. Агромаркет лапамӗнче кашни кунах тӗрлӗ мастер-класс ирттереҫҫӗ, анализсем тӑваҫҫӗ. Паян, акӑ, унта холестерин, глюкоза шайне пӗлме, ЭКГ тутарма, куҫ ҫивӗчлӗхне тата тур паллисене тӗрӗслеттерме пулать.
Сывлӑха тӗрӗслеттерес текенсене тухтӑрсем "Пехет" агромаркетра канмалли кунсенче те йышӑнӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров