"Росинка" физкультурӑпа кану центрӗ пултаруллӑ ачасене пӗрлештерекен лаптӑк пулса тӑнӑ. Кунта вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракансемпе пӗрлех тӗрлӗ конкурс-фестиваль ҫӗнтерӳҫисем, спортсменсем, ӳнерпе культурӑра палӑрнисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑнласах та ҫӗршыв пуласлӑхӗ теме пулать. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулта пӗлӳ пухакан Варвара Егорова 8 ҫул бадминтон секцине ҫӳрет. Вӑл пӗрре мар тӗрлӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи пулнӑ, "Спорт мастерӗн кандидачӗ" ята тивӗҫнӗ. Канаш хулинчи Ксения Апполонова вара ташлас енӗпе ӑста. Ҫавӑн пекех хӗрача патриотсен кружокне ҫӳрет. Муркаш тӑрӑхӗнчи Виктория Леонтьева та спортра маттур. Вӑл мас-рестлингра ҫитӗнӳсем тӑвать.
Канакансемпе физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата педагогика университечӗн ректорӗ Игорь Кожанов тӗл пулчӗҫ. Ачасем вӑхӑта мӗнле ирттернине хавхаланса каласа кӑтартрӗҫ. Вожатӑйсемпе кану центрӗнче ӗҫлекенсем кӑмӑллӑ та тимлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Сӑмах май, вожатӑйсен курсне педагогика университетӗнче йӗркеленӗ. Унта пӗлӳ пухнӑ студентсем ача-пӑча лагерӗсенче практика тухаҫҫӗ. Ҫак йӗрке ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Губренатор лагерьне муниципалитетсенче те аталантарас шухӑш пур. Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫак тӗллевпе ятарласа "Росинка" ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма килнӗ.
Кӑҫал та иртнӗ ҫулхи пекех Губернатор лагерӗн 8 сменине йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫапла "Росинкӑра" ҫулталӑкне 800 пултаруллӑ ача тӳлевсӗр канӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра сменӑсем нарӑс, пуш тата ака уйӑхӗсенче пулӗҫ. Тепӗр 4 смена кӗркуннерен пуҫланӗ. Чи пӗлтерӗшли - ачасем вӗренӳрен татӑлмасӑр канаҫҫӗ.
Леонид Петров, Святослав Петров