Ӗҫре те, спортра та хастар пулнине ҫирӗплетрӗҫ

Шупашкарта Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗнче ӗҫлекенсем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртрӗҫ. 

Тупӑшу Валерий Львов ячӗллӗ спорт шкулӗнче иртрӗ. Хӑйсен вӑйне 50 яхӑн ҫын тӗрӗслерӗ. Вӗсем тӗрлӗ инҫӗшӗнче ӑмӑртрӗҫ. Хӗрарӑмсем 2 ҫухрӑм, арҫынсем 3 тата 5 ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене шартлама сивӗ те хӑратмарӗ, финиша хӑвӑртрах ҫитме ҫеҫ хистерӗ. Ушкӑнсем хушшинче Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗнче ӗҫлекенсем мала тухрӗҫ, 2-мӗш вырӑнта - Шупашкарти 1-мӗш колони ушкӑнӗ. Бронза медале вара Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи следстви изоляторӗн команди тивӗҫрӗ. 

Вероника Павлова