Халӑх сӗннӗ 10 пин ытла пуҫарӑва шута илнӗ те ӗнтӗ

"Единая Россия" парти ҫитес пилӗк ҫуллӑха ҫӗнӗ программа хатӗрлеме пуҫланӑ. 2021-мӗш ҫулта йышӑннине вара "Ҫитӗнӳ пур!" ятпа иртнӗ форумра пӗтӗмлетрӗҫ. 

Форумӑн тӗп тӗллевӗ - партин регионти иртнӗ пилӗк ҫулти ӗҫне тишкерсе тухса ҫӗнӗ тапхӑра хатӗрленесси. Халӑх программине Раҫҫейре пурӑнакансен сӗнӗвӗсене шута илсе йӗркелеҫҫӗ. 2021-мӗш ҫулта 2 миллион та 500 пин ҫын хӑй шухӑшне пӗлтернӗ. 62 пинӗшӗ - Чӑваш Енрен. Вӗсен хушӑвӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр, - терӗҫ парти хастарӗсем ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ май. Ҫӗнӗ 10 шкул, 14 ача сачӗ тунӑ, 40 тӗслӗхлӗ библиотека уҫнӑ, 121 шкула тӗпрен юсанӑ, 570 ҫухрӑм автомобиль ҫулне йӗркене кӗртнӗ. Спорт объекчӗсемпе медицина учрежденийӗсен сӑн-сӑпачӗ те улшӑнса пырать. 

Форума хутшӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫитӗнӳсем "Единая Россия" партипе Чӑваш Ен Правительствин пӗрлехи ӗҫӗ. Республика пурнӑҫне йӗркеленӗ чухне халӑх шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хуни паха пулнине палӑртрӗ регион ертӳҫи Олег Николаев. 

Чӑваш Енре парти 46 пин ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Пуҫламӑш уйрӑмсене туса хуни халӑхпа тата ҫывӑхрах пулма май парать.

Ҫитес пилӗк ҫуллӑха хатӗрлекен Халӑх программинче ҫавӑн пекех экономика, промышленноҫ, ялсен аталанӑвне тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси, тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене тӗрев парасси те тӗп вырӑнта пулӗ. Хӑйӗн сӗнӗвне кашни кӑмӑл тӑвакан «ЕстьРезультат» порталта хӑварма пултарать. 

Екатерина Фомина, Денис Афанасьев, Павел Иритков