Тӗп вырӑнта тӑван халӑх культурипе чӗлхине аталантарасси 

Ҫак тата ытти ҫивӗч ыйтусене мала хурса Чӑваш наци конгресӗ ҫулсерен чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать. Пӗрлешӳ кӑҫалхи кӑтартусене пӗтӗмлетсе ҫитес ҫула палӑртнӑ тӗллевӗсене Мӑн Канаш ларӑвӗнче сӳтсе яврӗ.

Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑх культурин хуралӗнче тимлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 33 ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра хастарсем ӑҫта кӑна ҫитсе мӗнле кӑна пархатарлӑ ӗҫ туса ирттермен пуль. Паянхи кун конгресс тӗрлӗ регионти 100 ытла уйрӑма пӗрлештерет. Унсӑр пуҫне пӗрлешӳ пайташӗсем ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ енне сарӑлса 8 ҫӗршывра ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра Америкӑпа Ҫӗнӗ Зеландире те.


Мӑн Канаш пайташӗсене тӑван халӑх умӗнчи ырӑ ӗҫсемшӗн тав туса Леонид Черкесов Патшалӑх Канашӗн хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Конгресс президентне вара - Валерий Клементьева пухӑннисем "Наци мӑнаҫлӑхӗ" конкурс премине тивӗҫнӗ ятпа саламларӗҫ. 


Мӑн Канаш ларӑвӗнче Чӑваш наци конгресӗн иртсе пыракан ҫулхи курӑмлӑ ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе умри тӗллевӗсене палӑртрӗҫ.  Кунта тӗрлӗ тӑрӑхра уяв-тавраш йӗркелессипе пӗрлех ентешсем йышлӑ пурӑнакан регионсенче шкул ачисене тӑван чӗлхене вӗрентес ыйту мала тухать. Ҫак ӗҫре хастарсене пӗрлӗхри вӑй тӗрев парать.


Алексей Енейкин