Республика тӗп хулинче "Профессионалсем - 2026" ӑсталӑх чемпионачӗн регионти тапхӑрӗ уҫӑлчӗ

Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртрӗ. Пурӗ кӑҫал тупӑшӑва 500-е яхӑн ҫамрӑк хутшӑнать. Вӑл шутра шкул ачисем те. 

Уява пуҫтарӑннисене Раҫҫей ҫут ӗҫ министрӗ Сергей Кравцов видео мелӗпе саламларӗ. Пӗлтӗр конкурса хутшӑнакансен шучӗ миллион ытла ҫын пулнине пӗлтерчӗ. Вӗсем кашнийӗшӗ ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнине палӑртрӗ. Чӑваш Правительствин вице-премьерӗн Владимир Степановӑн сӑмахӗпе, кӑҫал регион шайӗнчи чемпионата хутшӑнма 51 вӗренӳ учрежденийӗ заявка панӑ. Тупӑшу 91 енпе иртет: сварщикрен пуҫласа айти специалистсем таранах. Конкурсантсен ӗҫне 600 яхӑн эксперт хаклать. 

Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртет. Регион шайӗнчи ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшччен пырать. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх чи лайӑххисене палӑртӗҫ. Вӗсем вара регион чысне финалта хӳтӗлӗҫ. Кӑҫал конкурсра хӑйсен вӑйне 60 ытла шкул ачи те тӗрӗслет. 

Конкурсӑн финалӗнче пӗлтӗр Чӑваш Ен команди лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Федераци шайӗнче 5 кӗмӗл, 4 бронза медаль тата "Профессионализмшӑн" 20 медальона тивӗҫнӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров