Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӗп хулана вӑрӑ-хурахла тапӑннине пула пурӗ 20 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫавна май регион шайӗнче йышӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркипе килӗшӳллӗн инкек тӳснисене компенсаци тӳлеҫҫӗ. Малтанах кашни ҫынна пӗр хутччен 15 пин те 675 тенкӗ параҫҫӗ. Тепӗр пулӑшу майӗ пурӑнмалли кӗтес сиенленнипе ҫыхӑннӑ. Тӳлев калӑпӑшӗ вӑл мӗн таран юрӑхсӑра тухнинчен килет. Унӑн хакӗ 78 пин те 375 тенкӗрен пуҫланать. Куллен кирлӗ пур япала та пӗтнӗ пулсан 156 пин те 750 тенкӗ пулӑшу параҫҫӗ. Пурлӑх мӗн таран сиенленнине ятарлӑ комисси хаклать. Инкекре суранланнисене те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Заявленисене патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче, нумай ӗҫ тумалли центрсенче е социаллӑ пулӑшӳ кӳрекен уйрӑмсенче йышӑнаҫҫӗ. Влаҫсем уйрӑм ҫынсене ҫеҫ мар, предпринимательсемпе юридици ҫыннисене те пулӑшасси пирки шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сиенленнӗ машинсен хуҫисем те компенсаци илӗҫ.
Алена Елизарова чрезвычайлӑ лару-тӑрура шар курнӑ кашни ҫынна тӗллевлӗн те туллин пулӑшу кӳресси - патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ пулнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов