Акци шучӗпе паха курав йӗркеленӗ. Ӑна республикӑри пушар хуралӗн историне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫӑлавҫӑсене халалланӑ. Ку тытӑмра нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑ ветерансем пуҫтарӑннисене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Управлени ҫумӗнчи "Служу отечеству" ансамбль тата пушар хуралӗнче тӑрӑшакансем сӑвӑ-юрӑпа хавхалантарчӗҫ.
Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен профессийӗ чи пархатарлисенчен пӗри шутланать. Хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлав ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнисем ҫамрӑксене мӗнле ҫулӑмлӑ инкексене пӗтерме хутшӑнни, "хӗрлӗ автан" мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарни пирки каласа кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулӑва пушар хуралӗн специальноҫне алла илекен студентсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак профессине ветерансен тата халӗ службӑра тӑракансен ырӑ тӗслӗхне кура суйланине палӑртрӗҫ.
Раҫҫейри чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви пуҫарса янӑранпа кӑҫал 35 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑма халалласа малашне те тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерессине палӑртрӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов