Малашне те туслӑ ӗҫлесе пыма сӑмах пачӗҫ

Вӗсем халӑх пӗрлӗхне туйса ырӑ ӗҫсемпе савӑнаҫҫӗ, яланах ҫӗнӗ тӗллевсемпе пурӑнаҫҫӗ. Вӑрнарсен "Туслӑх" ентешлӗхне йӗркелесе янӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа Шупашкарта пысӑк уяв иртрӗ.

5 ҫулхи тӑхтав хыҫҫӑн вӑрнарсем пысӑк йышпа Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗрле пухӑнса савӑнмалли сӑлтавӗ пысӑк. Районти ентешлӗх пӗрлешӗвне йӗркелесе янӑранпа кӑҫал 30 ҫул ҫитрӗ.

Юбилейлӑ тӗлпулӑва вӑрнарсем кӗр сӑри уявӗ евӗр паллӑ тума шутланӑ. Унта кашни ял тӑрӑхне явӑҫтарнӑ. Хастарсем хӑмла сӑри вӗретсе кӗр мӑнтӑрне сӑнлакан курав хатӗрленӗ. Ӗҫме-ҫимепе уява килекен кашни хӑнана сӑйларӗҫ.

"Туслӑх" ентешлӗхӗн тӗллевӗсем пысӑк. Ҫак ҫулсенче пӗрлешӳ йышне ҫамрӑксем хастар хутшӑннӑран вӗсене спорт вӑййисене явӑҫтарассипе те кунта тухӑҫлӑрах ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелессинче вара тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пулӑшса пыраҫҫӗ. Ентешлӗх хастарӗсем ӑҫта пурӑнсан та, тӑван тӑрӑхӗпе уйрӑлми ҫыхӑнура темелле. Уявра пултаруллӑ ентешӗсене чысланипе пӗрлех вӑрнарсем илемлӗ концертра савӑнчӗҫ. 

Кӑҫал Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ май уявра вӑрҫӑ паттӑрӗсене те аса илчӗҫ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен фронта тухса кайнӑ 6 пине яхӑн ҫын вӑрҫӑ хирӗнчех выртса юлнӑ. Районтан Совет Союзӗн 4 геройӗ тухнӑ. Паянхи ҫамрӑксем те хӑюллӑн тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсене пулӑшу парассинче те ентешлӗх хӑйӗн тӳпине хывать. Вӑрнарсене республикӑри ытти муниципалитет ентешлӗхӗсен ертӳҫисем те саламларӗҫ. Малашне те пӗрле туслӑ ӗҫлесе пыма хӑйне евӗр тупа турӗҫ. 

Алексей Енейкин, Артур Галкин