Ҫӗнтерӳҫӗсен проекчӗсем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртмӗҫ

Чи лайӑххисен ячӗсем паллӑ. Правительство ҫуртӗнче патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. 

Чӑваш Енре патшалӑх тата муниципалитет тытӑмӗнче тӑрӑшакансен конкурсне 15-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Хальччен унта хӑй пултарулӑхне 700 ытла ҫын тӗрӗсленӗ. Ӗҫре усӑ куракан сахал мар тӗрлӗ практикӑпа тата меслетпе паллаштарнӑ. Конкурсантсене мала тухнӑ ятпа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Юрий Васильевич Патшалӑх техника надзорӗн Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри округӗсенчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Ку профессире 27 ҫул ытла вӑй хурать. Конкурсра вӑл тракторист-машинист удостоверенине тутарас вӑхӑта кӗскетмелли проектпа паллаштарнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑхӑта перекетлеме пулӑшать, ҫынсене черетре тӑрассинчен хӑтарать. 

Татьяна Филимонова тӗп хулари Калинин районӗнчи 3-мӗш суд участокӗн секретарӗ. Вӑл та конкурсра ӗҫе ҫӑмӑллатма пулӑшакан меслетпе паллаштарнӑ. Патшалӑх служащийӗсен ушкӑнӗнче Татьяна 3-мӗш вырӑна тухрӗ. 

Муниципалитет тытӑмӗнче тӑрӑшакансем хушшинче малти вырӑна Надежда Куликова йышӑнчӗ. Вӑл тӗп хула администрацийӗнче финанс пайӗшӗн яваплӑ. Унӑн конкурса тӑратнӑ ӗҫӗ бюджета йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. 

Эльвира Антонова Красноармейски тӑрӑхӗн администрацийӗнче 20 ҫул ытла тӑрӑшать. Хӑйӗн проектне вӑл округ ертӳҫин Павел Семеновӑн "Ырӑ ӗҫсем валли 20 минут" пуҫарӑвне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ҫӗнӗлӗх Трак Енре пурӑнакансене пӗрлештерме пулӑшать. Ял ҫыннисем обществӑлла ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, субботниксем йӗркелесе тӑван тӑрӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Эльвира Николаевна 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. 

Конкурса тӑратнӑ проектсенче тӗрлӗ ыйтӑва ҫутатнӑ. Ҫав шутра социаллӑ тытӑмри, экономикӑри, медицинӑри, суту-илӳри аталану ҫул-йӗрне кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртмӗҫ. Чи ӑнӑҫлӑ практикӑна кулленхи пурнӑҫа кӗртӗҫ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров