Шупашкарта тӗпрен ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн 44-мӗш лицей алӑкӗ уҫӑлчӗ

Ӑна "Вӗренӳ аталанӑвӗ" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн юсанӑ. Улшӑннӑ пӗлӳ ҫуртӗнче Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пулса курчӗ.

Юсав кӑҫал ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Рабочисем 8 уйӑхра пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Ҫурт тул енчен те, шалтан та ҫӗнелнӗ. Ҫак тӗллевпе 300 миллион ытла тенкӗ тӑккаланӑ. Вентиляци, ӑшӑ, сантехника, канализаци тытӑмӗсене улӑштарнӑ. Пӳлӗмсенче те хӑтлӑ та ҫутӑ, пӗтӗмпех ҫӗнӗ техникӑпа тивӗҫтернӗ. Шкул алӑкӗ уҫӑласса ачасем те, вӗрентекенсем те чӑтӑмссӑр кӗтнӗ.

Лицея ҫӗнетес ӗҫре ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн, педагогсен шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ. Вӗсем дизайн - проекта хатӗрлеме хутшӑннӑ. Шкул фойинче иртнине тата хальхи улшӑнусене сӑнлакан курав йӗркеленӗ. Лицейра пӗлтӗр "Кванториум" ача-пӑча технопаркне уҫнӑ. Кунта биологи, хими, физика предмечӗсене тӗпленрех тӗпчеҫҫӗ. Хайтек тата айти лабораторисенче те ӑсталӑхне аталантараҫҫӗ вӗренекенсем. Хӑшне-пӗрне 3 "Дӑ" модельсем тӑвасси илӗртет, теприсем роботсем пуҫтараҫҫӗ.

11-мӗш "А" класра вӗренекен Леонид Солдатовпа Александр Орлов пӗлтӗр виҫӗ ҫынран тӑракан ушкӑн йӗркелесе янӑ. Вӗсем хула шайӗнчи пултарулӑх конкурсӗсенче те палӑрма ӗлкӗрнӗ. Халӗ вара лицейра майсем тата анлӑрах. Спорт залӗ те куҫа савӑнтарать.

Чӑваш Енре 2030-мӗш ҫулччен 50 процент таран юхӑннӑ шкулсене пурне те юсаса пӗтермелле. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров лицейри улшӑнусене пысӑк хак пачӗ. Подряд организацийӗ ӗҫе яваплӑха туйса тунине палӑртрӗ.

Диана Сафонова, Виктор Степанов