Шкул театрӗсен "Асам" фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче чысларӗҫ. Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ пултарулӑх тупӑшӑвне кӑҫал Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене  халалланӑ. 

"Асам" фестивальте, чӑн та, асамлӑ. Хӗл Мучи уява пухӑннисене пылак кучченеҫпе хӑналать, сцена ҫинче хаваслӑх туйӑмӗ хуҫаланать. Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван пуҫарӑвӗпе 2023-мӗш ҫулта ҫуралнӑ фестиваль аталансах пырать. Муниципалитет тата республика шайӗнче иртекен пултарулӑх тупӑшӑвӗнче хальччен 14 пине яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ, пине яхӑн спектакль лартнӑ.

Кӑҫал финалта тӳресем 32 ӗҫе пахаланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире тата икӗ ушкӑнра - аслӑ тата тӗп лигӑра палӑртнӑ. Чи лайӑх режиссёр ӗҫне, сценографие, музыкӑпа илемлетнӗ чи лайӑх спектакле чысларӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫӳлтикасси шкулӗн артисчӗсем конкурса театр ушкӑнӗн ертӳҫин Тамара Гордееван "Возьму огонь на себя" пьесипе хутшӑннӑ.  "Пӗчӗк формӑллӑ чи лайӑх спектакль" номинацире вӑл пысӑк хака тивӗҫрӗ.  


Елчӗк тӑрӑхӗнчи Курнавӑш шкулӗ "Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль" номинацире мала тухрӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Леонид Агаков "Вӑрҫӑ ачисем" повеҫӗнче сӑнланӑ ӗҫ-пуҫа сцена ҫине кӑларнӑ. Ҫамрӑк артистсен ӑсталӑхне аслӑ ӗҫтешӗсем те пысӑк хак пачӗҫ. 


Арҫын, хӗрарӑм сӑнарӗсене чи лайӑх калӑпланӑ артистсене те палӑртрӗҫ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Первомайски шкулӗнче вӗренекен Алексей Краснов "Василий Тёркин" поэма тӑрӑх лартнӑ спектакльти ролӗшӗн ятарлӑ дипломпа парнене тивӗҫрӗ.  


Аслӑ лигӑри тӗп парнене Раҫҫей Геройӗ Роман Шалаев ячӗпе хисепленекен 4-мӗш лицей тивӗҫрӗ. "Я - русский" спектакле тӳресем чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Тӗп лигӑра вара Шупашкарти 43-мӗш шкулти театр ушкӑнӗ хатӗрленӗ "Белая ночь" ӗҫӗ ҫӗнтерчӗ. Вӗренӳ заведенийӗсене музыка хатӗрӗсем туянма 500-шер пин тенкӗлӗх сертификатсем пачӗҫ. 


Уяв хӑнисем ачасене, вӗрентекенсене, республикӑри театрсен ӗҫченӗсене асам парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Сцена ҫине тухас текен ҫамрӑксене фестивале йӗркелекенсем ҫитес ҫул та кӗтеҫҫӗ. 


Екатерина Фомина, Юрий Марков