Культура тытӑмӗн малашлӑхӗнчи витӗмлӗ утӑм

Яваплӑ министерствӑн стратеги ларӑвӗнче специалистсене пулӑшассипе пур  енлӗн тӑрӑшма тӗллев лартрӗҫ, палӑртни патне епле ҫул-йӗрпе ҫитессине тишкерчӗҫ. Тӗлпулӑва Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та хутшӑнчӗ.  

Сесси Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртрӗ. Унӑн пуян  историйӗ ҫырӑнма пуҫланӑранпа кӑҫал 25 ҫул. Ҫак хушӑра республикӑри культура учрежденийӗсем валли чылай специалист хатӗрленӗ. Ку ӗҫ паянхи кун та тӑсӑлать. 


Культурӑри ертӳҫӗсемпе специалистсен 7 ушкӑнӗ малашнехи утӑмсем тавра пуҫ ватрӗ. Тӗп вырӑнта - кадр ыйтӑне татса парасси, ҫамрӑксене пур енлӗн пулӑшасси, регионӑн культура кун-ҫулне аталантармалли пӗрлехи центр туса хурасси. 


Светлана Каликова министр палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун республикӑри культура учрежденийӗсенче 309 ваканси пур. Ҫак шутран 244 специалиста муниципалитетсенче кӗтеҫҫӗ. Клубсенче хореографсем, баянистсем тата ытти специалистсем кирлӗ. Культурӑри профессиллӗ учрежденисенче 65 ӗҫчен ҫитмест. 
Ларура кашни ушкӑн мӗнле шухӑш-тӗллев патне ҫитнине тӗплӗн ӑнлантарчӗҫ. Паянхи кун туризм тытӑмӗ хӑвӑрт та ӑнӑҫлӑ аталаннине кура институтра ку енӗпе ӗҫлеме пултаракан кадрсене хатӗрлесси пирки те шутламалӑх пур. Вӑл шутра экскурсоводсене. 


Алиса Александрова, Виктор Степанов