Шупашкар тӑрӑхӗ паллӑ та пултаруллӑ ӳнерҫӗсемпе пуян. "Хамӑр ен" курав вӗсен ӗҫӗсене пӗтӗҫтерекен тата ыттисене паллашма май паракан пулӑм пулса тӑнӑ. Музей залӗнче Чӑваш халӑх художникӗн Юрий Матросовӑн, Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗн Наталия Соловьеван, асӑннӑ пӗрлешӳ пайташӗн Надежда Егорован тата ытти сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсем.
Кӑҫалхи экспозицире 4 ҫамрӑк ӗҫӗсене курма пулать. Вӗсенчен иккӗшӗ пӗрремӗш хут хутшӑнаҫҫӗ.
Куравра республикӑра пӗлтӗр пулнӑ Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ ӗҫ те чылай. Нумай пулмасть Красноармейскинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен ячӗпе лартнӑ палӑкӑн макетне вырнаҫтарнӑ. Унӑн авторӗ - Чӑваш республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ишлей тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ.
Куравпа пуш уйӑхӗн 4-мӗшччен паллашма пулать.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров