Чӑваш митрополийӗнче чиркӳсенчи кӗлӗсене чӑвашла ирттерес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Чиркӗве ҫӳрекенсемпе тӑван чӗлхепе калаҫнин, кӗлӗсемпе Туррӑн Ҫырӑвне чӑвашла вуланин пӗлтерӗшӗ питех те пысӑк. Ҫакна шута илсе Шупашкар епархийӗнче священниксене чӑваш чӗлхине вӗрентессине йӗркеленӗ. 

Республикӑри чиркӳсенче кӗлӗсене тӑтӑшах чӑвашла ирттереҫҫӗ. Ку енӗпе Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗслӗх кӑтартать, вӑл кӗлӗсене час-часах чӑвашла вулать, Турӑ сӑмахне тӑван чӗлхепе вӗрентет. Ҫак йӗркене ытти священниксем те тытса пыма пултарччӑр тесе Шупашкар епархийӗнче курссем уҫнӑ. 

Нумаях пулмасть ҫак пачӑшкӑсем чӑвашла калаҫма пӗлмен. Вӗсен йышӗнче тӗп чӑвашсем те, вырӑссем те, урӑх наци ҫыннисем те пур. Халӗ вӗсем чӗлхе вӗренес ансат мар ӗҫре пулӑшнӑшӑн Турра тав туса кӗлӗ ирттереҫҫӗ. 

Священниксене чӑвашла вӗрентес ӗҫе чи лайӑх учительсене явӑҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван чӗлхепе литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурс лауреачӗ Александр Степанов. Вӑл нумай ҫул ялти шкулта ӗҫленӗ, халӗ хулари 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхне уҫса пама тӑрӑшать. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗшӗн, Шупашкарти 33-мӗш шкулта ӗҫлекен Ирина Диаровӑшӑн та пачӑшкӑсене чӑваш чӗлхипе паллаштарасси хӑйне евӗр ҫӗнӗлӗх.

Чӑваш митрополийӗнче чиркӳсенчи кӗлӗсене чӑвашла ирттерес ӗҫе лайӑхлатассине кулленех пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пачӑшкӑсене чӑвашла вӗрентес ӗҫ малалла пырать.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова