Приволжски бульварӗнчи 4-мӗш ҫуртра пурӑнакансем макулатурӑпа батарейкӑсене ятарлӑ савӑтсене пуҫтараҫҫӗ. Вӗсене почта ещӗкӗсемпе юнашар ахальтен мар вырнаҫтарнӑ. Экобокссене чи малтан реклама хучӗсем лекеҫҫӗ-ҫке. Унччен вӗсем чӳрече янаххисем ҫинче, урайӗнче йӑванса выртнӑ. Халӗ вара подъездра тирпейлӗ. Кив хут сутса тунӑ укҫана батарейкӑсене пӑрахӑҫлас ӗҫе йӗркелеме яраҫҫӗ те. Ҫапла майпа "ЭКО ДОМ - расширяем границы" проект усӑллӑхӗ куҫкӗрет.
Кивӗ батарейкӗсем 2-мӗш класлӑ сиенлӗ хутӑшсен шутне кӗреҫҫӗ. Вӗсене ытти ӑпӑр-тапӑрпа пӗрле пӑрахма юрамасть. Проекта "Экотрансформация" коммерциллӗ мар пӗрлешӳ пуҫарнӑ. Президент гранчӗсен фончӗ йӗркелекен конкурсра ҫӗнтерсе илнӗ укҫапа 113 бокс туяннӑ. Вӗсене Мускав районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫтарнӑ. 7 управляющи компани хутшӑннӑ усӑллӑ ӗҫе. Вӗсен хастарӗсем "ҫавра сӗтел" тавра пухӑнса проект пуласлӑхне сӳтсе яврӗҫ. "ЭКО ДОМ" проекта маллалла тӑсасшӑн. Хальлӗхе вырнаҫтарнӑ бокссене ытларах тимлӗх уйӑрма палӑртнӑ. Макулатурӑпа батарейка ещӗкӗсене уйӑхсерен пушатса тӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах "ekodom21.рф" сайтра ҫӗнӗ савӑтсене ӑҫта вырнаҫтарассине тӗпчеҫҫӗ. Кашни кӑмӑл тӑвакан заявка хӑварма пултарать. Анчах та проекта аталантарма транспорт кирлӗ. Тен, таксистсем пулӑшма килӗшӗҫ, терӗҫ йӗркелӳҫӗсем.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров