23 февраля 2019 09:46   -13°   $65.51 €74.33

08.06.2017 21:27

Професси конкурсĕнче палăрнă çамрăксемпе Республика Пуçлăхĕ тĕл пулчĕ

Тĕнчен 24 çĕршывĕнчи чи пултаруллă 1300 яшпа хĕр йышне кĕме пултарнă. Çамрăк профессионалсен «WorldSkills Russiа» юхăмĕн 5-мĕш наци чемпионачĕн финалĕнче 6 чăваш студенчĕ республика чысне çӳллĕ шайра хӳтĕленĕ. Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмпе тата вĕсен вĕрентекенĕсемпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.

Алиса Александрова, Михаил Солин

Пирĕн çĕршыв çак юхăмра 2012 çултанпа. Республика ачисем те хастар çамрăксен ретне тăрса хăйсен ăсталăхĕпе часах палăрнă. Кăçал, сăмахран, вĕсем Краснодарта çу уйăхĕнче иртнĕ финалтан 6 наградăпа таврăннă. Вĕсенчен 3-шĕ ăмăртура малти вырăнсене тухнă.

Студентсем тапхăр хыççăн тапхăра еплерех парăнтарнине, мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине каласа кăтартрĕç. Иван Тиманов Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренет. Вăл кăмака тăвас ĕçпе хутшăннă ăмăртăва. «Техникумра пур енлĕн пулăшса пыни, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни, хавхалантарни пĕрремĕш вырăна тухма май пачĕ», - тет çĕнтерӳçĕ. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕ Полина Николаева ăмăртуран «Профессионаллă ăсталăхшăн» медальпе таврăннă. «Çăкăр пĕçересси» номинацире 5-мĕш вырăн йышăннă вăл.

- Финалра пирĕн 14 çын хутшăннă, çăкăр пĕçермелле пулнă, - тет Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕ Полина Николаева.

Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче вĕренекен Анастасия Иванова ăмăртура плитка хурас ăсталăхне кăтартнă. Çакă ытларах арçын ĕçĕ пулин те аптраса тăман вăл. Çирĕп те парăнма шутламан каччăсем хушшинче 4-мĕш вырăна тухнă. Ăмăртуран кондитер ĕçĕнче палăрса таврăннă Евгений Краснов пуçтарăннисене финалта пĕçернĕ канфета тутанса пăхма сĕнчĕ. Хăйĕн пурнăçне çак ĕçпех çыхăнтарма шутлать вăл. Пултаруллă çамрăксене малашне те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума сунчĕç пуçтарăннисем. Республика правительстви те, вĕренӳ заведенийĕсем те вĕсене пур енлĕн пулăшма хатĕррине палăртрĕç. Студентсене саламланипе пĕрлех Михаил Игнатьев Апатлану технологийĕн тата коммерци техникумĕн лабораторийĕсенче пулса курчĕ. Кунта студентсем çăлкуç шывĕ, хамăр тăрăхра тата чикĕ леш енче туса илекен пахча-çимĕçпе юр-вар пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Малашне хăйсен профессийĕпех ĕçлес тĕллевлĕ пулас специалистсем. Вĕсем ăсталăхне республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче кăтартса Чăваш Ен чысне çӳллĕ тытса пыма ĕмĕтленеççĕ.