Версия сайта для слабовидящих

19 июня 2019 10:08   23°   $64.34 €72.23

14.03.2017 20:02

Çамрăк художниксен конкурсĕ

Чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ художникĕ Алексей Кокель педагог, профессор çуралнăранпа 137 çул çитрĕ. Мухтавлă ентешĕмĕрĕн еткерне тирпейлĕн пуçтарса пыракансем çак куна пĕрремĕш хут Патăрьел районĕнчи çамрăк ÿнерçĕсем хушшинче ÿкерчĕк конкурсĕ ирттерсе паллă тăвас терĕç. Кокель çулĕпе утма ĕмĕтленекен ачасен ĕçĕсене хак пама Шупашкартан сумлă хăнасем килсе çитрĕç.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Алексей Кокель пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе кăсăкланакан çын Турхана килсен чи малтан паллă ентешĕмĕрĕн музейне кĕрсе курать. Алексей Афанасьевич ку çуртра çуралман, Харьковра тĕпленнĕскер,икĕ хутчен килсе çакăнта картинăсем çырса пурăннă: 1905 тата 1919-1920 çулсенче. Çурта Иван Кокель лартнă, колхозсем йĕркелеме пуçласан ăна туртса илсе шкул картишне куçарнă, малтан вăл вĕренмелли пÿлĕм, унтан учительсен хваттерĕ пулса тăнă.

Музейра Алексей Кокелĕн куллен усă курнă япалисем, тумтирĕ, хайлавĕсем, ун çинчен çырнă кĕнекесем упранаççĕ. Чи хаклă экспонатсен йышĕнче – ÿнерçĕн Харьковран кÿрсе килнĕ мольберчĕ, палитри, çăраллă этюдникĕ, вăл юратнă акварель сăррисем, ÿкерес ĕçре кирлĕ ытти тĕрлĕрен хатĕр. Килес çул республикăн культура министерстви кунта туристсемшĕн илĕртÿллĕ пулса тăма тивĕç музей комплексĕ хута яма палăртнă. Ун валли сахал мар укçа-тенкĕ шырама тивĕ. Кунсăр пуçне тăванĕсем архивсенче ĕçлесе музее çĕнĕ документсемпе пуянлатса пыраççĕ.

Çамрăк ÿнерçĕсен „Тăван ене юратса тĕпче“ ят панă ÿкерчĕк ăмăртăвне пĕтĕмлетсе шкулта курав йĕркеленĕ. Ачасен ĕçĕсемпе юнашар – Турханта çулсерен иртекен пленэра хутшăннă паллă художниксен хăшпĕр хайлавĕсем те. Жюри ертÿçи, Константин Долгашев Чăваш халăх художникĕ, çамрăк кокелçĕсен ĕçĕсемпе питĕ кăмăллă. Хăй те темиçе хут кунти пленэрта пулнăскер, „ачасем пирĕн çулсемпех çÿреççĕ, ÿкерчĕксенчи чылай вырăна палласа илтĕм“, тет. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова çак ăмăртăва ирттернин воспитани пĕлтерĕшĕ унăн ятнех хывăннă“, терĕ.

Çĕнтерÿçĕсене юрă-ташăпа, хĕрÿ сăмахсемпе чысларĕç. Тÿресем хушшинче ÿнер училищин вĕрентекенĕ Константин Кокель, Патăрьелти ÿнер шкулĕнче ĕçлекенсем пулчĕç. Алексей Кокелĕн еткерне тĕпчекен Владимир Васильев профессор кăçалхи чÿк уйăхĕнче, мухтавлă ентешĕмĕрĕн 1912 çулта „В чайной“ картинине çырнă вăхăтпа çыхăнтарса, чăваш профессиллĕ ÿнерĕ пуçланса кайнăранпа 105 çул çитнине паллă тăвассине пĕлтерчĕ.