20 августа 2017 01:17   15.4°   $59.36 €69.72


Вести-Чăваш ен

Вырма хĕрсе пырать

Çĕр ĕçченĕшĕн кашни уяр самант хаклă. Республикăра 295 пин гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. Йĕпе-сапа пуçланиччен ĕлкĕрес тесе нумай хуçалăхра талăкĕпех вăй хураççĕ.

18.08.2017 19:39

Хула кунĕ умĕн Шупашкарта 2 ача сачĕ уçăлчĕ

Шупашкар çуралнă кун тĕлне çĕнĕ обьектсем хута ярасси йăлана кĕнĕ. Республикăн тĕп хулинче харăсах икĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Пĕри – Алькеш поселокĕнче, тепри «Радужный» микрорайонта.

18.08.2017 19:34

Çĕнĕ троллейбус автобуссене улăштарма пултарать

Паян Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче хăйне евĕрлĕ троллейбус çӳрерĕ. Унăн пассажирĕсем депутатсемпе министрсем, хуласен пуçлăхĕсем пулчĕç.

18.08.2017 19:32

Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçине Ольга Зайцевана юлашки çула ăсатрĕç

Йывăр чире пула çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ольга Зайцева пурнăçран уйрăлни пирки пĕлтернĕччĕ эпир. Паян ăна юлашки çула ăсатрĕç.

16.08.2017 19:07

Чăваш Енре гриппран прививка тума пуçланă

Чăваш Ене гриппран сыхланма пулăшакан вакцинăн пĕрремĕш пайĕ çитнĕ. Тухтăрсем кĕркунне çитиччен республикăра пурăнакансене прививка тутарма йыхравлаççĕ.

16.08.2017 19:06

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял тăрăхĕсенче 230 ытла гектар çĕр усăсăр выртать

Чăваш Ен правительстви республикăри ял хуçалăх çĕрĕсене туллин усă курма тĕллев лартнă. Кăнтăр районĕсенче çак ĕç ăнăçлă пулса пырать пулсан, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял тăрăхĕсенче 230 ытла гектар çĕр 6 çул ытла усăсăр выртать.

16.08.2017 19:04

Раççейре нумай хутлă çуртсенчи хваттерсен хуçисен пухăвне ирттерни пирки суя протокол çырнă тĕслĕх нумайланнă

Раççейре нумай хутлă çуртсенчи хваттерсен хуçисен пухăвне ирттерни пирки суя протокол çырнă тĕслĕх нумайланнă. Кун пирки обществăлла пĕрлешÿ хастарĕсем пĕлтернĕ.

15.08.2017 19:32

Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк ялĕнче часовня хута кайрĕ

Ăна çак тăрăхран тухнă çынсен тата кунта пурăнакансен вăйĕпе лартнă. Алексей Енейкин, Вадим Владимиров Çăл Атăк ял пуçĕнчи сăртлă вырăнта темиçе ĕмĕр каяллах 7 çăлкуç тапса тăнă.

15.08.2017 19:30

Андриян Николаев ячĕллĕ паркра Шупашкар çуралнă куна халалланă флешмоб иртрĕ

Шупашкар çуралнă кун çывхарса килет. Çавна кура тĕп хулара ăна халалланă тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Вĕсенче ача-пăча та хастар. Хулари ача сачĕсене çÿрекенсем Андриян Николаев ячĕллĕ паркра йĕркеленĕ флешмоба хутшăнчĕç.

15.08.2017 19:29

Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене илемлетес тĕлĕшпе конкурс иртет

Ĕçсене хаклакан комиссипе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çÿрерĕ. Оксана Баскакова, Михаил Солин Асанне кĕнчели, шушка çыххипе сăмавар тата çатан карта.

15.08.2017 19:28

Вăрçă ветеранĕсен республикăри «Доблесть» обществăлла пĕрлешĕвĕ сусăрсене пулăшать

Хĕрÿ çапăçу выранĕсенче пулнă ветерана - çăмăллăх. Куславккара пурăнакан 1-мĕш ушкăнри инвалид çак кунсенче куçса çÿремелли электроприводлă кÿмене тивĕçрĕ.

15.08.2017 19:27

Вăрнар районĕнчи Çĕньялта юмана халалланă уяв иртрĕ

Вăрнар районĕнчи Çĕньял хĕрринче ватă юман саркаланса ларать. Ялти çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ăна тăватă ĕмĕр каяллах лартнă. Вăл 1790 çулта Нурăсран куçса килнĕ 9 йăх пуçласа янă Çĕньялтан пĕр икçĕр çул аслăрах пулса тухать.

12.08.2017 09:46

Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче фельдшер пункчĕ уçăлчĕ

2013-мĕш çултанпа Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетмелли программа ĕçлет. Вăл кашни районтах ăнăçлăн пурнăçланать. Çак кунсенче Красноармейски тăрăхĕнче республикăри 133-мĕш çĕнĕ ФАП уçăлчĕ.

11.08.2017 19:23

Пирĕн ентеш Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитрĕ

Вăл 1962-мĕш çулта «Восток-3» караппа пĕрремĕш хут космоса вĕçсе кайнă, унта 4 талăк пулнă. Çакна халалласа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç иртрĕ.

11.08.2017 19:16

Республикăра хĕрÿ тапхăр – вырма пырать

Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, тыр-пула пухса кĕртме Хĕрлĕ Чутай районĕ кăна тухман. Вырма мĕнле пынипе паллашма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр кунта виçĕ района çитрĕ.

11.08.2017 19:02

Канашра нумай хутлă çуртсен тăррисене юсаççĕ

Кăçал Канашри нумай хутлă 24 çурт тăррине улăштармалла. Хальлĕхе саккăрăшне çĕнетнĕ. Оксана Баскакова, Анастасия Евгеньева, Владимир Синдеев Пушкин урамĕнчи çуртра пурăнакансем çак саманта тахçантанпах кĕтнĕ.

10.08.2017 18:43

Республикăра сусăр çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ

Раççей ĕç министерстви сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтерес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртме сĕнет. Малашне яваплă ведомство вĕсене ĕç тупма кăна мар, çĕнĕ вырăна хăнăхма та пулăшĕ.

10.08.2017 18:43

Республикăри хăш-пĕр шкулта çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕнчен финанс урокне вĕрентме тытăнĕç

Ачасене мĕн пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарĕç. Çĕнĕлĕхе 72 регионта йышăннă. Чăваш Енре проекта Сĕнтĕрвăррипе Патăрьел районĕсенче пурнăçа кĕртĕç.

10.08.2017 18:42

Шупашкарта Питтукассинчи ăпăр-тапăр купине тирпейлес ĕçе пуçлаймаççĕ

Федераци хыснинчен уйăрнă укçапа халĕ те усă кураймаççĕ. Питтукасси ял çывăхĕнчи çÿп-çап вырăнне тирпей-илем кĕртме подряд организацине суйлама 2 аукцион ирттернĕ.

10.08.2017 18:41

Шупашкарти шкулсенче футболла вылямалли лаптăксем йĕркелеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕ тĕлне – футболла вылямалли çĕнĕ лаптăк. Çакăн пек парне Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекенсене кĕтет. Ăна хула программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

08.08.2017 19:01